«Чăвашсен ку тарана ҫити упраннă пуянлăхӗ тата тӗлӗнтермӗшӗ вăл – чӗлхе, юрă, тӗрӗ. Чăвашсен ҫӗр пин сăмах, ҫӗр пин юрă, ҫӗр пин тӗрӗ.»
И. Я. ЯКОВЛЕВ, чăваш просветителӗ.
Чăваш чĕлхи кунне Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ 1992 – мĕш çулхи ака уйăхĕн 9 – мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнă кун уявлама тытăннă. Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш алфавитне тăвакан, чăваш букварьне хатĕрлекен, чăваш ачисем валли шкул уçакан çын пулнă. Паян И.Я.Яковлев çуралнăранпа 168 çул çитет.
Ҫак куна сăвапласа 7 «а» класра «Янăра, чăваш чěлхи!» класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Вĕренекесем тĕрлĕ ĕçсем турĕç: пĕр ушкăн чăваш сăввисене вуларĕç – теприсем вĕсен авторĕсене аса илчĕç, пĕчĕк викторина пурнăçларĕç, кĕвĕ итлесе юррăн ячĕсене тупрĕç. Меропрятие вара Иван Яковлев чăваш халăхне панă халала аса илнипе вĕçлерĕç.
Иван Яковлевич çемье çинчен: «Ҫемье вăл халăх чаракĕ», – тенĕ. Ун шучĕпе, килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. «Ĕç – пурнăç илемĕ, пурнăç тыткăчи», «Ĕç çынна илем кÿрет» – теççĕ ваттисем. «Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă куракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен тухать», – палăртать И.Яковлев.
«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук. Тăван чĕлхене ан пăрахăр», – текен сăмахсем тĕл пулаççĕ Яковлевăн халалĕнче. Ик чĕлхе – ик ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс, теççĕ чăвашсем. Яковлев халалне пурнăçлар, чăваш чĕлхине пĕтме парар мар.