Аттепе Анне Çулталăкне халалласа – «Мăнкун уявĕ»

17_04_17_8a_1

Паян мăнкун иккĕмĕш кунĕнче 8-мĕш кадет класра «Мăнкун уявĕ» класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ.
Мăнкун – çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри. Ăна çурхи кун таврăнсан, уйах тулнă хыççăн, пĕрремĕш вырсарни кун паллă тăваççĕ. Çавăнпа çак уяв кашни çул тĕрлĕ куна килет. Мăнкуна аслисем те ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кун мĕн ĕлĕкрен тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ. Мĕншĕн çăмартана хĕрлĕ тĕспе пĕветеççĕ-ха? Хĕрлĕ – савăнăç палли, этемлĕх чĕрĕлнине пĕлтерет.
8- мĕш класс ачисем çак уява вырăссемпе чăвашсем мĕнле уявланине танлаштарчĕç, мăнкун вăййисене вылярĕç.

Ака уйăхĕ çитрĕ
Ăшшăн пăхрĕ хĕвелĕ.
Аслă мăнкун çитнипе
Манăн чунăм савăнать.
Аслă мăнкун çитнипе
Пĕтĕм ача савăнать.

17_04_17_8a_2 17_04_17_8a_3

Добавить комментарий

Мы на карте

Наши контакты

Адрес: 429122, Чувашская Республика г.Шумерля, ул.Черняховского,д.27

Тел: 8(83536)29062, 8(83536)23886

Е-mail: shum-school6@rchuv.ru

Муниципальное образовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа № 6" г.Шумерля Чувашской Республики

Сайт размещается на хостинге Спринтхост
Мы используем cookie-файлы для наилучшего представления нашего сайта. Продолжая использовать этот сайт, вы соглашаетесь с использованием cookie-файлов.
Принять