Шкулсенче халĕ чăваш чĕлхипе литература эрни пырать. Ку мероприяти аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет. Уяв – пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, ăна лайăх хатĕрленсе ирттерме нумай вăй хумалла. Акă пирĕн шкулти 5 – 8 класра вĕренекенсем çак уяв ячĕпе стена хаçачĕсем кăларчĕç. Вĕсен ĕçĕсем питĕ илемлĕ те интереслĕ.