Нарăс уйăхěн виççěмěш числинче пирěн шкулти чăваш чěлхи вěрентекенěсем Сергеева Э.Н. тата Прокопьева Э.Ф. Çěмěрле делегацийěпе тěп хулара Петěр Хусанкая халалланă уявра пулчěç. Аслă поэтăмăр 110 çул тултарнине К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен драмтеатрта паллă турěç. Сцена çинче Хусанкай сăввисем янрарěç, юрăсем шăранчěç. Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗ «Тилли юррисен» сыпăкне те кăтартса пачӗ. Пухăннă халăх СССР халăх артистки Вера Кузьмина мăшăрӗн Петр Хусанкайăн (ăна халалласа çырнă) юлашки сăввине вуласа панă вăхăтра ура çине тăчӗ. Иккӗмӗш хутӗнче Морис Яклашкин ертсе пыракан оркестр кӗввире Чăваш патшалăх капелли «Алран кайми аки-сухи» ятлă чăваш халăх гимнне шăрантарнă чухне. Хусанкай уявӗ пурне те килěшрě.
Шупашкарта Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа уяв иртрӗ
Добавить комментарий
Для отправки комментария вам необходимо авторизоваться.

