Шкул фестивалĕ «Ура, урок!»

Jpeg

Шкулта «Ура, урок!» фестиваль иртнĕ май, чăваш чĕлхи вĕрентекен Сергеева Эльвира Николаевнăпа юрă урокĕсене ертсе пыракан Юлдашева Светлана Юрьевна 6-мĕш «А» кадет класĕнче «Чăваш Республики» темăпа интегрированный уçă урок ирттерчĕç. Урокра Чăваш Республики çинчен калаçрĕç, унăн символикисене аса илчĕç, вĕсне аппликаци турĕç, Чăваш Республики картти çинче кашни района тупса палăртрĕç, чăваш гимне вĕренчĕç. Урок вĕçĕнче, аса илнĕ тата вĕреннĕ материала пухса, стена хаçачĕ кăларчĕç. Унта «2016 çул – ĕç çынни çулталăкне» тата кăçал пирĕн тăван хула Ҫĕмĕрле 100 çул тултарнине халалланă материала та курма пулать. Урок хăнасен шучĕпе çÿллĕ шайра, питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасем урокра çав тери активлă ĕçлерĕç.

Добавить комментарий

Мы на карте

Наши контакты

Адрес: 429122, Чувашская Республика г.Шумерля, ул.Черняховского,д.27

Сайт размещается на хостинге Спринтхост
Мы используем cookie-файлы для наилучшего представления нашего сайта. Продолжая использовать этот сайт, вы соглашаетесь с использованием cookie-файлов.
Принять