Пирĕн шкул библиотекине час-часах Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнекесене илсе килеççĕ. Вĕсем вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те питĕ килĕшеççĕ. Акă паян 4-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕпе пĕрле ятарласах çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма килчĕç. Кĕнекесем питĕ куçа илĕртеççĕ. Вĕсене тытса уçса пăхас килет. Уçсан вара вуламасăр чун чăтмасть. Кĕнекесемпе хаçат-журналсене эпир вырăсла та, чăвашла та вулатпăр.