Чӑваш Республикин кунне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшенче палӑртаҫҫӗ. Уява 1995 ҫулта Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Н.В. Фёдоров ку уява патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин кунĕ ҫывхарса пынине кура ҫуллахи шкул лагерĕнче канакан ачасем хамӑр тӑван республкӑмӑрӑн символне – ялавне чечеклесе ӑсталарĕҫ. Хӑйсен ĕҫне вĕсем ҫывхарса килекен уява халалларĕҫ.