2025 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ
Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренӳ акцийĕ паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ.
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Пĕтĕм чăваш диктантне пирĕн шкулти вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те хастар хутшăнса хăйсен пултаруллăхне тĕрĕслерĕҫ.



