ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔ

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне 2000 çултанпа палăртатпăр. Ăна ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче йышăннă. Çак организаци пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ 7 пин те 97 чĕлхе Çĕр чăмăрĕ çинче.  Вĕсенчен 70% çывăх вăхăтра çухалма пултарать.
   Халăх шучĕпе пирĕн тăван чĕлхе Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Планета çинчи халăх ытларах 13 чĕлхепе усă курать.  Чи анлă сарăлни вăл – китай чĕлхи. Пирĕн çĕр-шывра вара – вырăс.  2010 çулхи çыру тăрăх, чăвашсем пурĕ 1миллион та 400 пин шутланать. Халăх шучĕ миллионран иртсен ăна йышлă, аслă халăхсен картине кĕртеççĕ.  Чăваш чĕлхи те çак  пин-пин чĕлхе шутĕнче сăваплă, ырă ятлă.
    Пирĕн тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи, вăл атте-анне пекех пĕрре.  Чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Геннадий Волков этнопедагог калашле,  «чухăн мар вăл: пуян та, чаплă та, çемçе те, вутлă та, хăватлă та…»
   Чăваш чĕлхи – пирĕн халăхăн ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ. Халăх ăна темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă. Вăл янăравлă та, асамлă та.
   Тăван чĕлхе кунне халалласа Çĕмĕрле хулин пĕтĕмĕшле вăтам пĕлу паракан 6-мĕш шкулăн 4-мĕш класĕнче «Ман тăван чĕлхе»  викторина иртрĕ.   

Мы на карте

Наши контакты

Адрес: 429122, Чувашская Республика г.Шумерля, ул.Черняховского,д.27

Сайт размещается на хостинге Спринтхост
Мы используем cookie-файлы для наилучшего представления нашего сайта. Продолжая использовать этот сайт, вы соглашаетесь с использованием cookie-файлов.
Принять