Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Çак кун чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă.
Паянхи уява халалласа ачасем «Ытарайми чӑваш тӗнчи» выставкӑра пулчӗç. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, чӑваш тӗррин илемне курчӗç. Авалхи чӑвашсен тӗрри «çыруллӑ». Кашни эрешӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Çакна паян ачасем хӑйсем курса ӗненчӗç.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр!



